3450 | | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3449 | !!Ӗлӗкех, авалах, арӑм хуҫа пулнӑ чух. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3451 | !!Ӗлӗкхи ҫынсем тӳпере те пулман — Турра курнӑ, хальхи ҫынсем тӳпере те вӗҫеҫҫӗ, ҫапах Турра курмаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
2901 | «Хуллен шӑвӑн — мала тухӑн», — терӗ тет чӗрӗп. | Хуллен — Хӑвӑрт |
3084 | «Эпӗ ирхинепе каҫхине хамӑн аслӑ пиччепе кӗҫӗн пиччерен ирттереп», — тесе калать тет пуш уйӑхӗ. | Ҫур — Кӗр |
3399 | Авал алӑк хыҫӗнче. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3400 | Авал алтӑрпа тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3401 | Авал арӑмран хӑранӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3402 | Авал вучахра та ҫӗр хута вут пуҫҫи ҫунса выртнӑ теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3403 | Авал пӗр нухратпа икӗ пукрас илнӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3404 | Авал сахал теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3405 | Авал ҫӗлен йӗрӗпе шыв юхнӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3406 | Авал ҫын та лаша пулнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3407 | Авал тӗтӗме те сӑсар тирӗ парса илнӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3409 | Авал Турри — чул Турри. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3408 | Авал Турри тӗнче тунӑ, хальхи Турӑ инкек ҫырать. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3410 | Авал уйӑх та ҫӗрте пулнӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3411 | Авал хура ҫӗртен те кимӗ шунӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3412 | Авал чул чӑмланӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3413 | Авал чулӗ авӑк тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3189 | Авал эрнекуна хисеп тунӑ. | Ҫӗр — Кун |
3414 | Авала кун ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3415 | Авалӑн амӑшӗ ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3416 | Авалӑн ашшӗ вилнӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3417 | Авалӑн куҫӗ ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3418 | Авалӑн лаши ула. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3419 | Авалӑн сӑмах пӗр ҫӑмах тӑнӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3420 | Авалӑн тути тутлӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3421 | Аваллӑх йӑли аваллӑха ӑсанать. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3428 | Авалтанпах тӗнчере ватӑ ҫынсем хисепре. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3422 | Авалхи авалхиех тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3423 | Авалхи йӑлан тымарӗ ҫирӗп. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3424 | Авалхи сӑра шывпа хушсан та ӳсӗртнӗ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3425 | Авалхи ҫын алӑпа тытса пӑхмасӑр ӗненмен теҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3426 | Авалхи ҫынсем калани чӑнах. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3427 | Авалхи тепӗр хут килес ҫук. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3429 | Авалхи этемсем ҫимӗкчен ҫиччӗ шыва кӗнипе те мухтаннӑ тет. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
3430 | Авалхишӗн халь пуҫҫапмаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
2951 | Авӑн уйӑхӗнче эпӗ те пӗр, эсӗ те пӗр. | Ҫур — Кӗр |
2952 | Ака уйӑхӗнчи ыйхӑ — авӑн уйӑхӗнчи хуйхӑ. | Ҫур — Кӗр |
2790 | Ан васка, качака, пур кашкӑр та сан пулӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2789 | Ан васка: васкани ҫитермен, пӳрни ҫитернӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2903 | Арапуҫ ҫынни те ялан ҫара пуҫ ҫӳремест. | Ялан — Хушӑран |
2725 | Атӑла курмасӑр аттӑна ан хыв. | Вӑхӑт — Талккӑш |
3085 | Ӑшӑ салатать, сивӗ пуҫтарать. | Ҫу — Хӗл |
3086 | Ӑшӑ шӑм-шака ватмасть. | Ҫу — Хӗл |
2726 | Ӑшӑниччен сивӗнсе кайнӑ тет. | Вӑхӑт — Талккӑш |
3087 | Ӑшша курсан юпӑнч ил. | Ҫу — Хӗл |
3088 | Ӑшша ҫӗлен те иленет. | Ҫу — Хӗл |
3089 | Ӑшши — ӗне уйӑхӗ, сивви — лаша уйӑхӗ. | Ҫу — Хӗл |